Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ

Культура
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО

Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.

Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ.

«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.

«Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫитес ҫул Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ иртмелле. Ҫавна май логотип суйлаҫҫӗ. Вӗренӳ министерстви сасӑлав йӗркеленӗ. Шел те, сасӑлава тӑратнӑ пур логотип та тенӗ пекех вырӑсла кӑна. Ҫакӑн пек ҫитменлӗх ҫине кӑтартнӑ хыҫҫӑн сасӑлавра хӗрӳ тавлашусем пуҫланнӑ.

Хӗрӳ тавлашусенче кӳрентерӳ ытлашши ан вӑйланса кайтӑр тесех пуль ӗнтӗ Вӗренӳ министерстви комментарисене хупланӑ (редакци шухӑшӗпе ку ӗҫе чӑвашлисене ыйтасран туман пуль). Шел те, чӑваш чӗлхи кирлӗ мар текен шовинистла шухӑшсене хуратман, хӑварнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 07

1914
112
Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ.
1929
97
Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
1930
96
Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ.
1931
95
«Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
«Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть